Чӑваш Енре тӗтрене тата водитель тимсӗрлӗхне пула авари пулнӑ. Кун пирки ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтерет.
Утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ҫур ҫӗр иртни 2 сехет те 25 минутра Етӗрне районӗнче икӗ арҫынна машина ҫапса кайнӑ. Вӗсем Мускавран Тутарстана кайма тухнӑ-мӗн. Ҫул ҫинче хайхискерсем чарӑннӑ, ҫул урлӑ вырнаҫна кафене кайма тухнӑ.
Ҫав вӑхӑтра Мускав еннелле каякан «Лада» вӗсем ҫине пырса кӗнӗ. Шӑпах ҫав кун таврана тӗтре карса илнӗ.
Тутарстан арҫыннисене, 31 тата 48 ҫултискерсене, пульницӑна илсе ҫитернӗ. Вӗсене ҫапса кайнӑ ҫын та Тутарстанран. Палӑртмалла: пӗлтӗр ӑна административлӑ майпа 7 хутчен явап тыттарнӑ.
Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енри пилӗк районта газ парӑмӗ пӗлтӗрхи ҫав вӑхӑтринчен ӳссе кайнӑ. Ҫак списокра — Элӗк, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Шупашкар тата Етӗрне районӗсем. Парӑмлисен йышӗнчен Вӑрнар, Сӗнтӗрвӑрри тата Вӑрмар районӗсем те тухса пӗтӗймен-мӗн.
Газ парӑмне утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑн ӗҫ тӑвакан органӗсенче ӗҫлекенсемпе тата районсемпе хуласен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе ирттернӗ канашлура сӳтсе явнӑ. Лару-тӑрӑва тишкерсе Чӑваш Енӗн строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗ Алексей Грищенко тухса калаҫнӑ.
Михаил Игнатьев Элтепер яваплисен яваплӑха татах ӳстермеллине хытах асӑрхаттарса каланӑ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов Николай Шелепи палӑкӗ патне чечек хунӑ.
Утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Тутарсранри Аксу поселокӗнче чӑвашсен «Уявӗ» иртессине эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Унта Чӑваш Енӗн тӗрлӗ районӗнчи (Шӑмӑршӑ, Шупашкар, Патӑрьел, Етӗрне районӗсенчен, Шупашкар хулинчен), Пушкӑртстанри, Самар облаҫӗнчи тата Тутарстанри пултарулӑх ушкӑнӗсем пырсӑ ҫитнӗ.
Уява кайнӑ Чӑваш Ен Элтеперӗпе Тутарстан Президенчӗ чӑваш халӑх поэчӗ Шелепи бюсчӗ патне чечек хунӑ.
Тутарстанри вӑрман хуҫалӑхӗн пӗрремӗш министрӗн Владимир Гуляевӑн бюстне уҫма хутшӑннӑ.
Икӗ регион ертӳҫи ун хыҫҫӑн Тутарстанра пӗтӗм Раҫҫей шайӗнче иртнӗ пӗтӗм чӑвашсен «Уявне» хутшӑннӑ.
Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Етӗрне районӗнчи Никитин ялӗнче пурӑнакан 54 ҫулти хӗрарӑм килӗнче пушар тухнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм электропралукран тухнӑ.
Ун чухне кил хуҫисем ҫывӑрнӑ. Вӗсем тӗтӗм шӑршипе вӑранса кайнӑ – тӗпел ҫуннӑ. Упӑшкипе арӑмӗ ҫулӑма хӑйсен вӑйӗпе сӳнтерме хӑтланнӑ – анчах кӑлӑхах. Арҫынпа хӗрарӑмӑн аллисем пиҫсе кайнӑ. Вӗсене Республикӑри клиника пульницине илсе кайнӑ.
Пушарнӑйсем ҫулӑма тепӗр сехетрен сӳнтернӗ. Ҫулӑма хуралтӑ таврашӗсем ҫине куҫма паман.
Ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнч Туҫи ялӗнче пушар алхаснӑ. Унта пӗр хуҫалӑхра сарай, мунча тӑрри ҫунса кайнӑ. Кинемейӗн 6-ри мӑнукӗ шӑрпӑкпа вылянӑ-мӗн, утӑ ҫунма тытӑннӑ. Юрать, ача шар курман.
Етӗрне районӗнчи Тури Ачак ялӗнче салат туса кӑларакан савут хута ярасшӑн. Ӑна хӑй вӑхӑтӗнче «Ленинская искра» колхоз председателӗ Аркадий Айдак тунӑ сӑра савутӗнче вырнаҫтарасшӑн.
Салат савутне хута ярас ӗҫе Мускаври инвестор Эдуард Захаров хӑйӗн ҫине илнӗ. Хатӗр продукцие «Букет Чувашии» савута ӑсатасшӑн. Тырра вырӑнти ял хуҫалӑх предприятийӗсенчен туянма палӑртнӑ. Инвестор уйӑхне 1000 пин тонна таран салат туса кӑларма тӗллев лартнӑ.
Тури Ачакра салат савучӗ хута кайсан 22-24 ҫын валли ӗҫ вырӑнӗ пулӗ. Палӑртмалла: салата урпа, сӗлӗ, тулӑ пӗрчисене шывра шӑтарса, унтан типӗтсе тӑваҫҫӗ.
Етӗрне районӗнче пурӑнакан 39 ҫулти хӗрарӑмпа 51 ҫулти арҫын пӗр этеме тӑн кӗртес тенӗ. Тӑн кӑна мар-ха, тавӑрас шухӑшлӑскерсем ӑна леш тӗнченех ӑсатнӑ.
Пӑтӑрмахӗ нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Етӗрнере пулса иртнӗ. Арҫынпа хӗрарӑм хулара пурӑнакан 38 ҫулти арҫын хваттерне пырса кӗнӗ. Хайхискерне ҫавсем «УАЗ» машинӑна лартса хуларан илсе тухнӑ. Ҫын ҫӳремен вырӑнта ӑна вӗсем ҫавӑнта тупнӑ пӑралукпа пӑвса вӗлернӗ. Лешӗ сывлама пӑрахсан вырӑнтан хускалса кайнӑ. Ҫакӑ вӑл тавӑру пулнӑ. Шар курнӑ арҫын хӗрарӑма маларах пусмӑрланӑ-мӗн.
Вӑйпитти ҫухални пирки тӑванӗсем йӗрке хуралҫисене пуш уйӑхӗнче пӗлтернӗ. Арҫын виллине ака уйӑхӗнче, юр ирӗлсен, тупнӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑма пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 13 ҫуллӑха, арҫынна ҫирӗп режимлӑ колоние 14 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Вӗсем тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе присяжнӑй заседательсем пӑхса тухнӑ. Суд приговорӗ хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха.
Суд приставӗсем Чӑваш Енре ачисене алимент тӳлемен ашшӗ-амӑшӗ мӗн чухлӗ пулнине шутланӑ. Палӑртмалла: Вӑрмар районӗнче пурӑнакан ҫыннӑн чи пысӑк парӑм. Унӑн 1 миллион та 700 пин тенкӗ пухӑннӑ.
Ачисене алимент тӳлемен ашшӗ-амӑшӗ ытларах Улатӑр, Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче, Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнать. Унти кашни 68-85-мӗш ҫын – алиментщик.
Комсомольски, Патӑрьел, Елчӗк , Етӗрне, Муркаш районӗсенче вара ку енӗпе лару-тӑру лайӑх.
Тивӗҫлӗ канӑва тухнисен йышӗнче те алимент тӳлеменнисем пур. Вӗсем пӗтӗмпе – 21 ҫын.
Чӑваш Енре цифра телекуравӗ сӳнме пултарать. «Ӗҫлеттерсе ячӗҫ кӑна-ҫке, мӗн амакӗ тата?» — тесе тӗлӗнме кирлӗ мар.
Республикӑн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерствинче ӗнентернӗ тӑрӑх, цифра телекуравӗ тикӗс те паха ӗҫлетӗр тесен ӑна вӑхӑтра тӗрӗслемелле. Ҫавна май Раҫҫейӗн телекуравӗпе радиовещани сечӗн Чӑваш Енри филиалӗн специалисчӗсем радиотелекурав станцийӗсенче профилактика ӗҫӗсем туса ирттерӗҫ. Ҫавна вӗсем ҫу уйӑхӗн 27-31-мӗшӗсенче пурнӑҫлама палӑртаҫҫӗ.
Профилактика ӗҫне Хӗрлӗ Чутайӗнче, Шупашкар районӗнчи Ишлейӗнче, Патӑрьел районӗнчи Ыхраҫырминчи тата Чӑпкасри, ҫавӑн пекех Етӗрне районӗнчи станцисенче ирттерме палӑртнӑ.
Ишлейре ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче 10 сехетрен пуҫласа 16-ччен профилактика енӗпе тимлӗҫ, Чӑпкасра — ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче 12-рен 18 сехетчен, Ыхраҫырминче — ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче 9-тан 15 сехетчен, Етӗрне районӗнче — ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 12-рен 18 сехетчен, Хӗрлӗ Чутайӗнче — ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче 9-тан 15 сехетчен.
Профилактика вӑхӑтӗнче телекурав сигналӗ вӑхӑтлӑха сӳнме пултарӗ. Ӗҫе вӗҫлесен вӑл йӗркеленсе кайӗ.
«Хавал» чӑваш чӗлхи 10-мӗш уйлӑхне йыхравлаҫҫӗ. Вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа утӑ уйӗхӗн 7-мӗшӗччен «Сурские Зори» кану базинче (Етӗрне районӗ) иртӗ. «Хавал» уйлӑха чӑваш чӗлхине вӗренме Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчен тата юр ҫӗр-шывран та хӑнасем килеҫҫӗ.
Уйлӑха «Хавал» пуҫару ушкӑнӗ, «Ӑнӑҫу чӗлхи» (выр. «Язык для успеха») ют чӗлхесен шкулӗ тата "Хыпар" Издательство ҫурчӗн «Ҫамрӑксен хаҫачӗ» редакци йӗркелеҫҫӗ.
«Хавал» уйлӑхра чӑваш чӗлхине виҫӗ шайра вӗренме май пур. Ача-пӑча тата ҫамрӑксем валли уйрӑм вӗренӳ йӗркелӗҫ. 3-10 ҫулхи ачасем валли уйрӑм программа пулӗ.
Кӑҫалхи уйлӑхӑн тӗп хӑни – Гиннес рекорчӗсен кӗнекине кӗнӗ, тӗрлӗ чӗлхепе юрлакан хрантсус юрӑҫи, эсперантист, окситан чӗлхине аталантаракан Жан-Марк Леклер (Йомо). Вӑл Францири тӗрлӗ регион чӗлхисем мӗнле лару-тӑрура пулни ҫинчен каласа парӗ. Ҫавӑн пекех уйлӑхра Эктор Алос-и-Фонт (Барселона – Шупашкар) социолингвист, Тухватуллин Айрат Халитович (Хусан федераци университетӗнчи истори факультечӗн доценчӗ, Тутар республикин Истори институчӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ), Федоринчик Арцем Сергеевич (Тимукка) (Кийӳ - Шупашкар) пулӗҫ.
Чӑваш Ене 27 шкул автобусӗ илсе килнӗ. Ҫӗнӗ транспорта республикӑри 17-район-хулана ӑсатӗҫ.
ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑш-пӗр шкулта ачасене шкула илсе ҫӳремелли транспорт кивелнӗ, теприсен вара вӗренӳ учрежденийӗсене оптимизациленӗ май ҫӗнӗ маршрутсем уҫмалла. Ҫӗнӗ автобуссене шӑпах ҫак тӗллевпе илсе килнӗ те.
Транспорта Шупашкарти, Етӗрне, Элӗк, Тӑвай, Патӑрьел, Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Шӑмаршӑ, Йӗпреҫ, Шупашкар, Канаш, Ҫӗрпӳ, Комсомольски, Вӑрмар, Хӗрлӗ Чутай, Пӑрачкав, Муркаш районӗсенчи шкулсенче ӑс пухакан ачасене турттарма ӑсатӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |